Чӑваш Енри ҫар комиссариатне малашне ҫӗнӗ ҫын ертсе пырӗ. Ку пукана Бахтиёр Холиков йышӑннӑ. «Пӗтӗмӗшле илсен, Чӑваш Республикин ҫар комиссариачӗн йӑли-йӗрки тарӑн. Эсир лайӑх еткерлӗх илетӗр, сире ӑнӑҫу сунатӑп», - тенӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫӗнӗ пуҫлӑха. Бахтиёр Холиков республикӑшӑн тӑрӑшма шантарнӑ.
Палӑртмалла: Бахтиёр Холикова РФ хӳтӗлев министрӗ Чӑваш Енӗн ҫар комиссариачӗн пуҫлӑхне лартасси пирки утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче алӑ пуснӑ, хӑйӗн тивӗҫӗсене авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пурнӑҫлама тытӑннӑ.
Унччен Чӑваш Республикин ҫар комиссариатне Александр Мокрушин ертсе пынӑ.
Паян Чӑваш Ен Правительствине ҫӗнӗрен йӗркелеме пуҫланӑ. Аса илтерер: ӗнер, авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Олег Николаев Чӑваш Ен Элтеперӗн должноҫне йышӑнчӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл республикӑн Правительствине отставкӑна ячӗ. Ҫавӑн пек тума саккун хистет.
Паян Олег Николаев чылай министра ҫӗнӗрен ҫирӗплетнӗ. Ҫав вӑхӑтрах пукансӑр юлнисем те пур. Вӗсем хальлӗхе иккӗн: вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ пулнӑ Сергей Яковлев тата культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗнче ӗҫленӗ Роза Лизакова. Вӗренӳ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Алла Салаевӑна, культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Светлана Каликовӑна шаннӑ.
Ӗнер ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Федераци Канашӗнче Чӑваш Енрен кам пулассине пӗлтернӗ. Ку вырӑнта Николай Федоровах юлать.
Саккунпа килӗшӳллӗн, регион Элтеперне суйланакан кашни кандидат суйлав кампанийе вахӑтӗнче сенатор должноҫӗ валли виҫӗ кандидат тӑратать, ҫӗнтерсен вӗсенчен пӗрне анчах суйлать. Олег Николаев Федераци Канашӗн вице-спикерне Николай Федорова, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫине Алена Аршиновӑна, Раҫҫей Паттӑрне Николай Гаврилова тӑратнӑ.
«Паянхи куна илес тӗк, эпӗ шутланӑ тӑрӑх, пирӗн сенатор улшӑнмӗ», - тенӗ Олег Алексеевич.
Аса илтерер: Олег Николаев авӑнӑн 22-мӗшӗнче должноҫе йышӑнӗ.
Паян Чӑваш Ен сывлӑх министрӗн ҫумӗ пулма ҫӗнӗ ҫынна ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер: унччен ҫав должноҫе йышӑннисенчен пӗрне, Владимир Дубова, авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӗҫрен хӑтарнӑччӗ. Хыҫҫӑнах ӑна Республикин психатри пульницине ертсе пыма шанчӗҫ.
Паян министрӑн ҫумӗ пулма Ирина Лисенковӑна ҫирӗплетнӗ. 2004 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа 2009 ҫулхи юпа уйӑхӗччен вӑл Правительство ҫуртӗнче ӗҫленӗ-ха. Ун чухне сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗ пулнӑ. Кайран Республикӑн стоматологи поликлиникинче йӗркелӳпе методика пӳлӗмӗн заведующийӗнче тӑрӑшнӑ. Аслӑ категориллӗ врач. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ врачӗ вӑл ята 2010 ҫулта тивӗҫнӗ.
Мурманск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Андрей Чибис вӗренӳпе ӑслӑлӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Анна Головинана шаннинен Чӑваш халӑх сайчӗ хай вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Халӗ вӑл урӑх ӗҫе куҫнӑ май министр пуканне пушатнӑ.
Анна Германовна Головина 2009 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ. Унта вӑл «Физика» тата «Преподаватель» специальноҫӗсене алла илнӗ. «Финанс тата кредит» енӗпе те вӑл вӗреннӗ. «Пӗтӗмӗшле педагогика, педагогика тата вӗренӳ историйӗ» енӗпе аспирантурӑра ӑс пухнӑ. 2015 ҫулта вӑл педагогика наукисен кандидачӗ ята тивӗҫнӗ. Сӑмах май, 2014 ҫулта «Ҫулталӑк аспиранчӗ» республикӑри конкурсра «Педагогика ӑслӑлӑхӗсем» номинацире ҫӗнтернӗ.
Анна Головина Чӑваш Ен Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче тӗрлӗ должноҫра вунӑ ҫул ӗҫленӗ. Мурманска кайиччен Чӑваш патшалӑх университетӗнче проект ӗҫ-хӗлӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Хӑй вӑл Хабаровскра ҫуралнӑ.
Паян Чӑваш Ен Правительствинче кадрсемпе ҫыхӑннӑ темиҫе йышӑну пулса иртнӗ.
Пӗрремӗшӗнчен, республикӑн промышленность тата энергетика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Сергей Лекарева ӗҫрен хӑтарнӑ.
Министр пулма республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев министр пулма Евгений Герасимова шаннӑ. Хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Тепӗр йышӑну та пур унта. Маларах асӑннӑ Сергей Лекаревпах ҫыхӑннӑ вӑл. Ӑна промышленность тата энергетика министрӗн ҫумӗ пулма шаннӑ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, «Фармаци» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятин пуҫлӑхне Ольга Казаринӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Ольга Казарина предприяти пуҫлӑхӗнче 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ. Асӑннӑ предприятире унччен вӑл 2005-2007 ҫулсенче бухгалтерта ӗҫленӗ. «Фармаци» предприяти пуҫлӑхне лариччен республикӑн юстици министрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.
Ольга Казарина 1980 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Мускаври технологи тата управлени университетӗнче бухгалтер пулма вӗреннӗ. Акӑлчан чӗлхи вӗрентекенӗн дипломӗ те пур унӑн.
Сӑмах май каласан, «Фармаци» предприятие чылай ҫул Валерий Филимонов ертсе пынӑ. Ӑна чӑваш парламенчӗн ертӳҫине лартнӑ хыҫҫӑн предприятире пуҫлӑхсем улшӑнкаланӑ. Унта пӗр вӑхӑт Дмитрий Матвеев та тилхепене тытса пынӑ.
Вӑрмар районӗнче ҫӗнӗ пуҫлӑха ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫри ҫынна палӑртмалли пуху паян, ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, иртнӗ. Пухӑва районти тӳре-шарапа пӗрлех республикӑри пуҫлӑхсем те пырса ҫитнӗ.
Депутатсем паянхи ларура пӑхса тухнӑ ыйтусем пуҫлӑх суйлассипе ҫеҫ ҫыхӑннӑ. Конкурсра Дмитрий Иванов тата Леонид Степанов ҫӗнтернӗ.
Пухура иккӗшӗнчен пӗрне суйлама тивнӗ. Депутатсем Дмитрий Иванов кандидатурине ырланӑ.
Паянтан, сӑмах май, Улатӑр хулин администрацийӗнче ҫӗнӗ пуҫлӑх ӗҫлеме тытӑннӑ. Ҫак должноҫре Сергей Лукишин тӑрӑшӗ. Ӑна тилхепене тыттарассипе ҫыхӑннӑ пуху ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ.
Шупашкарта ҫуралнӑ Дмитрий Марков Тула облаҫне ӗҫлеме куҫӗ. Унта вӑл Правительство ертӳҫин ҫумӗн должноҫне йышӑнӗ. Тулӑра Чӑваш Ен сывлӑх сыхлав, мировой тӳресемпе загс органӗсен ӗҫне сӑнаса тӑрӗ. Росздравнадзорӑн, Роспотребнадзорӑн регионти уйрӑмӗсемпе, социаллӑ страховани, медицина страховани фончӗсемпе килӗштерсе ӗҫлессишӗн те яваплӑ пулӗ.
Дмитрий Марков 1970 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра сиплев ӗҫне алла илнӗ. Аслӑ шкулта, Шупашкар хула администрацийӗнче тӑрӑшнӑ, Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницин тӗп врачӗн ҫумӗ пулнӑ. 2013 ҫулта Мускав облаҫӗнче сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗнче, 2016-мӗшӗнче министрта тӑрӑшма пуҫланӑ. 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе Социаллӑ страховани фончӗн Мускав облаҫӗнчи уйрӑмӗн пуҫлӑхӗнче вӑй хурать.
Улатӑрта хула администрацийӗн пуҫлӑхне суйланӑ. Ӑна Депутатсен пухӑвӗн 49-мӗш ларӑвӗнче ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнӗ сити-менеджер пулма «Алатырская спецавтоматика» (чӑв. Улатӑрти спецавтоматика) тулли мар яваплӑ обществӑн пуҫлӑхне Сергей Лукишина шаннӑ.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлеме виҫӗ ҫын ӗмӗтленнӗ. Конкурс комиссийӗ Депутатсен пухӑвӗнче пӑхса тухма икӗ кандидата сӗннӗ. Хулари «халӑх тарҫисем» Лукишиншӑн саспланӑ. Вӑл хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫлама ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче тытӑннӑ.
Сергей Лукишин – юлашки пилӗк ҫулта ылмашнӑ пиллӗкмӗш пуҫлӑх. Ҫав вӑхӑтра Владимир Степанов, Александр Седов, Александр Герасимов тата Юрий Боголюбов пуҫлӑхра ӗҫлесе ӗлкӗрчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |